ÇĔНТЕРŸ КУНĔ!

Перевел народный поэт ЧР Юрий Семендер

Çĕнтерÿçĕм, пит инçеччĕ эс пиртен,
Кĕл кăварĕ пек сÿнеттĕнччĕ хуллен.
Çулăм витĕр, çумăр витĕр талпăнса,
Сан пата эпир çывхарнă шăвăнса.

Юр пек шурă çÿçлĕ, Тар шăршиллĕ кун,
Эс çитсессĕн Çĕнĕрен хĕрет-çке юн,
Эс çитсессĕн Тепĕр хут кÿтет-çке чун,
Вăрçă кунĕ, Чыслăх кунĕ, Пурнăç кунĕ!

Куç хупмасăр кунĕпе те çĕрĕпе
Утрĕ халăх, чăтрĕ халăх чĕрипе.
Заводра та, уй-хирте чуна парса,
Сан пата эпир çывхарнă ăнтăлса.

Юр пек шурă çÿçлĕ, Тар шăршиллĕ кун,
Эс çитсессĕн Çĕнĕрен хĕрет-çке юн,
Эс çитсессĕн Тепĕр хут кÿтет-çке чун,
Вăрçă кунĕ, Чыслăх кунĕ, Пурнăç кунĕ!

Ах, аннемĕр, таврăнайрĕç пурте мар,
Паттăрсен ятне ялан асра тытар.
Сăртсем урлă, шывсем урлă талпăнса,
Сан пата эпир çывхарнă ăнтăлса.

Юр пек шурă çÿçлĕ, Тар шăршиллĕ кун,
Эс çитсессĕн Çĕнĕрен хĕрет-çке юн,
Эс çитсессĕн Тепĕр хут кÿтет-çке чун,
Вăрçă кунĕ, Чыслăх кунĕ, Пурнăç кунĕ!

Юр пек шурă çÿçлĕ, Тар шăршиллĕ кун,
Эс çитсессĕн Çĕнĕрен хĕрет-çке юн,
Эс çитсессĕн Тепĕр хут кÿтет-çке чун,
Вăрçă кунĕ, Чыслăх кунĕ, Пурнăç кунĕ!

Скачать